|
Чӑваш тӗрри кунне халалласа ноябрӗн 25 - мӗшӗнче Чуманкасси вǎтам шкулӗнче пултаруллӑ тĕрĕçĕпе, Аркадьева Людмила Зиноновнăпа, тӗл пулу иртрĕ. Мероприятие Чуманкасси ял библиотекин ертÿçи Иванова З.И. тата воспитании енӗпе ӗçлекен директор çумӗ, чǎваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ Николаева В.Н. ертсе пычĕç. Зоя Ивановна чăваш тĕрри пирĕн халăхăн ăс-хакăл мулĕпе пуянлăхĕ пулнине, унпа мăнаçланма кирлине каларĕ, тĕррĕн вăрттăнлăхĕсене алла илме сĕнчĕ. Библиотекарь ачасене хăнапа, Людмила Зиноновнăпа, паллаштарчĕ, ун çинчен ÿкернĕ видео кăтартрĕ.
Аркадьева Л.З. ачасене хăй тӗрлеме, ҫӗлеме питӗ юратни ҫинчен каласа пачӗ. 3 -мӗш классра чухнех тӗрӗсем тӗрлеме пуҫланӑ иккен вăл. Шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра хӑйӗн йӑмӑкӗсем валли тутӑр вӗҫӗсене тĕрлесе панӑ. Туйсенче илемлӗ эрешсем курсан вӗӗсене йӗрлесе илсе кайран килте тĕрленĕ. Людмила Зиноновна ачасене хăй тĕрленĕ тутăрсен, салфеткăсен, çивиттисен, хĕрарăм капăрлăхĕсен куравĕпе паллаштарчĕ. Ал ĕçĕ, тĕрĕпе аппаланни тимлĕ те çивĕч туйăмлă пулма, сăнама, илеме курма тата хаклама вĕрентнине палăртрĕ.
Валентина Николаевна чӑваш тӗррин кунӗ тӗрӗсене упраса хӑвӑрма, ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван культура патне туртӑнтарма, ăстасен пӗлӗвне сарма пулӑшӗ тесе палăртрĕ. Чӑваш халӑх хӑйнеевӗрлӗхне, чӑваш эрешӗ ҫынна мӗн тери илем кӳнине пĕлтерчĕ. Çавӑн пекех тепéр хут уяв ячéпе саламласа пултаруллӑ ал-ӗç ӑстине, Людмила Зиноновнӑна тӗлпулӑва килнишӗн ыр сунса тулли кăмăлтан тав çырӑвӗ парса чысларӗ.
Мероприяти вӗçӗнче вулавǎш ертӳçи ЗояИванова чăваш тĕрри çинчен калакан кӗнекесемпе паллаштарчӗ.
Ачасене тĕл пулу питĕ килĕшрĕ.
|