Чǎваш халǎхĕн йǎли – йĕркипе паллаштарас, анталантарас тĕллевпе Чуманкасси ял библиотекинче «Шанчǎк» клуб ушкǎнне çӳрекенсемпе ятарлǎ Ӑсталǎх класĕ ирттертĕмĕр. Ҫак ырǎ ĕçе тĕпе хурса Чуманкасси шкулĕн кĕçĕн классен учительници Альбина Вячеславовна Васильева чǎвашǎн тĕрри - эрешĕсем çинчен тĕплĕн паллаштарчĕ. Кружока пухǎннисем эрешĕ - тĕррипе çыхǎннǎ материал пухма хавхаланни чунтанах савǎнтарчĕ. Алĕçне кǎмǎллакансем кǎсǎклансах çак ĕçе хутшǎнчĕç.
Чǎваш культурине упраса хǎварас тесе пирĕн ал-ĕç ǎстисем ырми-канми тǎрǎшаççĕ. Пирĕн пурин те тǎван халǎх йǎли-йĕркине, ытарайми юрри-сǎввине, куç тулли эреш – тĕррине, иксĕлми культурине çине тǎрса малалла аталантарасччĕ, пĕтме парас марччĕ. Чǎваш тени чǎвашлǎхпа илемлĕ.
|