|
Нарăс уйăхĕн 1- мĕшĕнче, Исетерккĕ ял клубĕнче, «Чечеклен, юратнă Муркаш ен» фестиваль-конкурс иртрĕ. Кăçалхи çул ăна Раççейри ырă ĕç тăвакансен çулталăкне тата Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул тултарнине халалланă.
Малтанах Чуманкасси ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н. В. Белов 2017 çулта пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарчĕ.
Фестиваль –конкурса Чуманкасси вăтам шкулĕнче ăс пухакан, тĕрлĕ кружоксене çÿрекен Анаткас Апаш ял клубĕ çумĕнчи ачасен ушкăнĕ (художество пултарулăх ертÿçи Радимир Александрович Семенов) хăйсен пултарулăхĕпе уçрĕ. Ачасен пултаруллăхĕ, вĕсен илемлĕ юррисемпе ташшисем куракансене тыткăнларĕç.
Малалла конкурса Исетерккĕ ял клубĕ çумĕнчи «Изюминка» драма кружок членĕсем Ефим Никитин çырнă «Хĕвел ансан Хĕветĕр» пĕр пайлă мыскарапа сцена çине тухса халăха савăнтарчĕç.
Фестиваль-конкурса хутшăннă Егорова Ксения, Игнатьева Ксения, Григорьев Максим, Макаров Дмитрий, Васильев Николай, Игнатьева Екатерина, Данилова Екатерина, Владимиров Юрий, Тимофеев Максим, Игнатьева Полина Муркаш районĕн культурăпа архив ĕçĕсен тата туризм пайĕн ертÿçинчен Чернова Елена Геннадьевнăран тата Чуманкасси ял администраци пуçлăхĕнчен Белов Николай Валериановичран тав çырăвĕсем илчĕç.
Çак фестиваль-конкурса Чуманкассипе Исетерккĕ ял библиотекисем те активлă хутшăнчĕç. Нумаях пулмасть К. В. Иванов ячĕллĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн 100 çулхи сумлă юбилейĕ пулчĕ. «Асран кайми театр» кĕнеке выставкинче шăпах çак театрпа çывăх çыхăннă паллă артистсен кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма май пулчĕ. Ăна çак кĕнекесем çирĕплетрĕç: Чăваш Республикин Президенчĕн библиотекинчи «Мастера театрального искусства», Петр Андреевăн «Чăваш театрĕ, тав сана!», Вера Кузьминан «Театр – манăн пурнăçăм…» тата ытти те. Çавăнтах театрăн историйĕпе, малашнехи кун-çулĕпе те çак материалсенчен паллашма май пулчĕ: 2018 çулхи кăрлачăн 26 мĕшĕнчи 7-8 № «Хыпар» хаçатри Надежда Смирнова хатĕрленĕ кăларăмран, Н.И.Муратовăн «Объекты культурного наследия Чувашской Республики», З.А. Трифоновăн «Города Чувашии» тата ытти кĕнекесенчен те.
Çавăн пекех Чуманкасси тата Исетерккĕ ял библиотекисем, Исетерккĕпе Анаткас Апаш ял клубĕсем çумĕнчи ал-ĕç кружокĕсен членĕсен ĕçĕсен куравĕ те ĕçлерĕ. Уйрăммăнах Демидова Юлия Николаевнăна, Аркадьева Людмила Зиноновнăна, Игнатьева Зоя Ильиничнăна, Димитриева Галина Титовнăна, Федорова Елизавета Егоровнăна, Данилова Евдокия Ивановнăна, Павлова Анфиса Алексеевнăна, Кузьмина Светлана Николаевнăна, Степанова Людмила Геогриевнăна, Данилова Екатерина Николаевнăна, Соколова Анастасия, Никонорова Галина Петровнăна асăнса хăварас килет. Вĕсен илемлĕ, куçа илĕртекен ĕçĕсем пурин кăмăлне те кайрĕç. Курава активлă хутшăнакансене пурне те тав сăмахĕ калатпăр.
Çак фестиваль-конкурса хутшăнакансене куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç, тав сăмахĕ каларĕç.
|