Главная
Регистрация
Вход
Четверг
21.11.2024
22:29
Приветствую Вас Гость | RSS
Чуманкасинская сельская библиотека
Моргаушского района Чувашской Республики


Меню сайта

Статистика

Онлайн всего: 2
Гостей: 2
Пользователей: 0

  
Главная » 2022 » Октябрь » 5 » «Иван Димитриевич Вязов – сумлă таврапĕлÿçĕ»
16:41
«Иван Димитриевич Вязов – сумлă таврапĕлÿçĕ»

2022 çула Чăваш Республикинче Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ тесе палăртнă. Чӑваш ен авалхи историйӗпе, хӑйне евӗрлӗ культура тата тӗнчипе чапа тухнӑ, чӑваш ятне мухтава кӑларнӑ ҫыннисемпе палӑрса тӑрать. Кашни кĕтес хăйĕн пултаруллă та маттур çыннисемпе пуян. Пирĕн тăван енре те маттур та пултаруллă çынсем пур. Вӗсенчен пӗри - пирӗн чыслǎ ентешӗмӗр, чăваш халăхĕн таса чунлă тава тивеçлӗ учителӗ, вăрçăпа ĕç ветеранĕ, краевечӗ, таврапӗлӳçӗ, халăх академикĕ, Муркаш районĕн Хисеплĕ гражданинĕ Вязов Иван Димитриевич. 

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чуманкассинчи вăтам шкулта И.Д.Вязов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă «Иван Димитриевич Вязов – сумлă таврапĕлÿçĕ» уяв каçӗ иртрĕ. Çак уява Муркаш район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайӗн ертӱçи З.Ю.Дипломатова, районти Депутатсен Пухăвĕн председателĕ А.В.Иванов, Муркаш районĕнчи агропромышленность комплексĕн ветерансен совечĕн председателĕ, Чăваш наци конгресс президенчĕн советникĕ В.И.Вязов, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ тата «Ырă кăмăллăх» фончĕн ертуçи П.Н.Вязав, таврапĕлÿçĕ, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийн президенчĕ Е.Е.Ерагин, И.Д.Вязовăн ачисем, тăванĕсем, учительсем, шкул ачисем хутшăнчĕç.

Сума суса килнĕ хăнасем Иван Димитриевич пурнăçĕпе ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕç, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем пĕрле ĕçленĕ самантсене аса илсе каласа пачĕç. Таврапĕлÿçĕ ачисем ашшĕ илемлĕ, пуян чунлă, ăста педагог пулнине палăртрĕç. Чуманкасси ял библиотекин ертӳçи Зоя Ивановна Иванова И.Д.Вязов кĕнекисен выставкипе паллаштарчĕ, унǎн тӗпчев ӗçӗсем çинче чарǎнса тǎчӗ. Чăваш халăх наукăпа искусство академийĕн ертÿçи, паллă таврапĕлÿçĕ Е.Е. Ерагин Чуманкасси вулавǎш çуртне хǎй çырнǎ кӗнекесене парнелерӗ, ăнăçу сунчĕ. Культура ĕçченĕсем, вĕрентекенсем, шкул ачисем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Ватă çынсен кунĕпе саламласа Атапай Культура Çурчĕ çумĕнчи «Сурпан» вокал ушкăнĕ илемлĕ юрăсем парнелерĕ.
             Иван Димитриевич Вязов паянхи кун та пирĕн асрах. Вăл пирĕншĕн пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăрать. Пулас ăру та вăл пуçланă пархатарлă ĕçĕсене малалла аталантарса пырасса шанатпăр.

 

Просмотров: 146 | Добавил: chuman15 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar

Вход на сайт

Поиск

Календарь
«  Октябрь 2022  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив записей

Друзья сайта
  • Официальный блог
  • Сообщество uCoz
  • FAQ по системе
  • Инструкции для uCoz

  • Copyright MyCorp © 2024
    Бесплатный хостинг uCoz