Главная
Регистрация
Вход
Четверг
21.11.2024
21:56
Приветствую Вас Гость | RSS
Чуманкасинская сельская библиотека
Моргаушского района Чувашской Республики


Меню сайта

Статистика

Онлайн всего: 16
Гостей: 16
Пользователей: 0

  
Главная » 2022 » Февраль » 16 » «Чӑваш чӗлхин мухтавлӑ тӗпчевҫи» краеведени сехечĕ
16:59
«Чӑваш чӗлхин мухтавлӑ тӗпчевҫи» краеведени сехечĕ

2022 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕнче чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçи Тимухха Хĕветĕрĕ çуралнăранпа 135 çул çитрĕ. Тĕпчевçĕ 1887 çулта Муркаш районĕнчи Якаткасси ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă.
Тимухха Хĕветĕрĕ орфографипе пунктуаци йĕркисене пĕрремĕш йĕркеленĕ. Вăлах тăван чĕлхепе вĕренÿ кĕнекисене тата программисене пĕрремĕш хатĕрлекеленĕ. Чылай пособи авторĕ. Вĕсене чăваш тата вырăс чĕлхисемпе çырнă.
Паллă куна халалласа Чуманкассинчи вăтам шкулта «Чӑваш чӗлхин мухтавлӑ тӗпчевҫи» краеведени сехечĕ иртрĕ. Мероприятие 8-мĕш класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Чуманкасси ял библиотекин ертÿçи Иванова З.И. тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ефимова А.Н. ачасене Тимухха Хĕветĕрĕн кун-çулĕ тата ăслăлăх ĕçĕ-хĕлĕ çинчен слайдсемпе усă курса тĕплĕн каласа пачĕç. Мероприяти вĕçĕнче ачасем викторина ыйтăвĕсем çине активлă хуравларĕç.

Чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçин Тимухха Хветĕрне халалланă сехет пурне те кăмăла кайрĕ. Тимухха Хĕветĕрĕн сăваплă ятне нихăçан та манмăпăр. Унпа мухтанатпăр.

 

Просмотров: 139 | Добавил: chuman15 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar

Вход на сайт

Поиск

Календарь
«  Февраль 2022  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28

Архив записей

Друзья сайта
  • Официальный блог
  • Сообщество uCoz
  • FAQ по системе
  • Инструкции для uCoz

  • Copyright MyCorp © 2024
    Бесплатный хостинг uCoz